Куславкка районӗнчи Шӑнчас ялӗнче кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшнче ашшӗпе ывӑлӗ хушшинче пысӑк пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Харкашу вилӗмпе вӗҫленнӗ.
22 ҫулти каччӑ ашшӗне пуҫӗнчен, кӗлеткинчен 32 хутран кая мар тапса-ҫапса пӗтернӗ. Вӑйпитти хытах хӗненӗ хыҫҫӑн арҫын самай шар курнӑ. Йывӑр суранланнӑскер тепӗр кунхине вилсе кайнӑ.
Кайран каччӑна тытса чарнӑ, вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Тӗрлӗ экспертиза та каччӑ айӑплине ҫирӗплетсе панӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енрен тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ, суда ярса панӑ.
Паян ирхи 7 сехет те 15 минутра «Атӑл» М-7 ҫулпа пыракан автомобиль кӗпер ҫинчен ӳкнӗ. Инкек Куславкка районӗнче пулнӑ.
Белая Воложка (ку юханшыв ятне чӑвашла епле куҫармаллине темле шырасан та тупаймарӑмӑр. И.С. Дубановӑн «Географические названия Чувашской Республики» кӗнекере те юханшывӑн чӑвашла вариантне кӑтартманччӗ. — Авт. асӑрхаттарӑвӗ) юханшыв урлӑ хывнӑ кӗпер урлӑ каҫнӑ чухне тиев турттармалли «Ивеко» автомашина кӗпер айне чӑмнӑ. Руле тытса пынӑ Орлов облаҫӗнчи 53 ҫулти арҫын инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, республикӑри икӗ ҫемьене тата тӑхӑр амӑшне патшалӑх наградисемпе чысласси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ.
Ҫемье институтне ҫирӗплетессине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа Ҫӗрпӳ районӗнчи Владимир Михайловичпа Галина Михайловна Ижедеровсене тата Елчӗк районӗнчи Петр Николаевичпа Марфа Михайловна Падуевсене чыслама йышӑннӑ.
Ачасене тивӗҫлӗ воспитани панӑшӑн «Анне» амӑш мухтавӗн паллипе Красноармейски районӗнчи пилӗк ача амӑшне Елена Леонидовна Владимировӑна, Куславкка районӗнчи пилӗк ача амӑшне Нина Павловна Кирилловӑна, Тӑвай районӗнчи пилӗк ача амӑшне Светлана Анатольевна Константиновӑна, Вӑрнар районӗнчи пилӗк ача амӑшне Людмила Геннадьевна Ксенофонтовӑна, Ҫӗнӗ Шупашкарти сакӑр ача амӑшне Ольга Викторовна Матлаша, асӑннӑ хулари пилӗк ача амӑшне Валентина Михайловна Мешковӑна, Ҫӗмӗрлери пилӗк ача амӑшне Татьяна Юрьевна Мотовӑна, Канаш районӗнчи пилӗк ача амӑшне Елена Николаевна Наумовӑна, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи пилӗк ача амӑшне Валентина Николаевна Плисовӑна чыслӗҫ.
Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халалланӑ палӑк Куславкка районӗнчи Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче пулӗ. Пӗрремӗш чула ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хунӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ.
Анчах палӑк ҫитес ҫул ҫеҫ пулӗ. «Пысӑк объектсене, Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене, пирӗн ентешсем виҫӗ уйӑх ҫурӑра чавса пӗтернӗ. Ҫавна май асӑну палӑкне те ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт тума палӑртатпӑр», - тенӗ Олег Алексеевич.
Ҫапах палӑка кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче уҫмӗҫ. Строительство министрӗ Павел Данилов пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пӗрремӗш тапхӑр ҫеҫ – лапама хатӗрлесси, хӑтлӑх кӗртесси – вӗҫленӗ. Палӑка ҫитес ҫул хӑпартӗҫ.
Куславкка районӗнче пурӑнакан арҫын машина туяннӑ. Сутуҫа вӑл, ахӑртнех, ӗненнӗ. Анчах сӑмахпа каланине никама та шанмалла мар иккен.
Ҫав машина хуҫин штраф нумай пулнӑ. Ҫӗнӗ хуҫа кун пирки малтан пӗлмен. Унчченхи хуҫин штраф парӑмӗ 100 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ. Вӑл пӗр пайне саплаштарнӑ, анчах тепӗр 36 пин тенкӗ юлнӑ. Суд ӑна руль умне ларма та чарнӑ. Ҫапла вӑл машинӑна сутма палӑртнӑ, парӑмсенчен хӑтӑлма шутланӑ ахӑртнех. Ӑна хӑйсен ялӗнчи ҫын туяннӑ.
Лешӗ ҪҪХПИе машинӑна регистрацилеме пырсан йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. «Тимӗр урхамаха» урӑх ҫын ячӗпе регистрацилеме чарнӑ. Унчченхи хуҫин штрафӗсене 10 кунра татмалла тесе йышӑннӑ. Машинӑна вара арестленӗ, хальлӗхе ӑна туяннӑ ҫын патӗнче хӑварнӑ.
Ҫӗрпӳре следстви изоляторӗн пуҫлӑхне ӳсӗр пуҫпа руль умне ларнӑшӑн тытса чарнӑ. Арҫын ӗҫри УАЗпа утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Куславккаран Ҫӗрпӳри следстви изоляторне кайма тухнӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» порталта вырӑнти ҫынсем пӗлтерни, хыпара Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче ҫирӗплетсе пани тӑрӑх вырнаҫтарнӑ.
Ӗҫри УАЗ рулӗ умӗнче ларакан ҫын ӳсӗр пулнине тӗрӗслев палӑртнӑ. Арҫын тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ.
Cheb.ru пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче Радий Чернов пулнӑ, вӑл — Шалти ӗҫсен министерствин Куславкка районӗнчи пайӗн изоляторӗн пуҫлӑхӗ.
Пуҫлӑх йӗркене пӑснине Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин ятарлӑ комендант патрулӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе ремспубликӑн шалти ӗҫсен министрӗ служба тӗрӗслевӗ пуҫарнӑ, тӗрӗслев хыҫҫӑн йӗрке хуралҫине ӗҫрен кӑларса ярӗҫ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет те 30 минутра, Куславкка районӗнчи Эплес ялӗнче 56 ҫулти арҫын сваркӑна пула вилнӗ.
Ҫав ҫын уйрӑм усламҫӑн пӗлӗшӗ пулнӑ. Вӑйпитти арҫын усламҫӑн комбайнӗн урапине юсама килӗшнӗ. Урапан шини ҫурӑлса кайнӑ та арҫын вилмеллех аманнӑ. Инкек вӑхӑтӗнче ҫав тӗлтен инҫех мар вырӑнта пулнӑ 51 ҫулти арҫын вара аманнӑ, ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.
Инкек вырӑнне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевпе оперативлӑ ушкӑнӗ тухса кайнӑ. Вӗсем пӑтӑрмах сӑлтавне палӑртӗҫ, судпа медицина экспертизи ирттерӗҫ.
Куславкка районӗнчи Муркар ялӗнче пурӑнакан педагог Ольга Ивановна Миронова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех вӗрентекенре ӗҫленӗ.
Ольга Ивановна Муркар ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑл иккӗмӗшӗ пулнӑ. 8 класс пӗтерсен Ольга Чӗмпӗрти педагогика училищине вӗренме кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн тӗрлӗ шкулта ачасене вӗрентнӗ.
Пулас упӑшкипе Тӗрлемес шкулӗнче паллашнӑ. Арҫын вожатӑй пулнӑ. Геннадий Мироновпа вӗсем виҫӗ ача ҫуратнӑ.
Ольга Ивановна вӗрентнӗ ачасен йышӗнче ЧР тата РФ тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗсем пур.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Енри темиҫе ҫынна республикӑн Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва Олег Николаев Элтепер алӑ пуснӑ.
«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне Куславкка районӗнчи «Автофургон» предприятин директорӗ Игорь Комаров тивӗҫнӗ. Асӑннӑ савутра ӗҫлекен тепӗр ҫынна, йывӑҫ тирпейлекен станоксен станочникне Камиль Максутова, Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслӗҫ. Ку грамотӑпа Шупашкар хулинчи халӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта стационар уйрӑмӗн производство заведующийӗнче тӑрӑшакан Альбина Федоровӑна та хавхалантарнӑ.
Шалу вӑхӑтра тата туллин тӳленине сӑнаса-йӗркелесе тӑрас енӗпе ӗҫлекен ведомствӑсем хушшинчи республикӑри комисси паян Правительство ҫуртне черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта строительство отраслӗнче шалу вӑрттӑн (тепӗр майлӑ каласан, хыснана налук, тӗрлӗ фонда укҫа куҫармасӑр) тӳлессине пӗтерес ыйтӑва ҫирӗппӗн сӳтсе явнӑ. Ларӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев хӑй ертсе пынӑ.
Ведомствӑсем хушшинчи комисси ларӑвне ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 552 организацие чӗнсе илсе итленӗ. Хайхисем шалу пӗчӗк тӳленипе «палӑрнӑ». Апла пулсан, вӗсем е чӑннипех те сахал тӳлеҫҫӗ, е шалӑвӑн пӗр пайне вӑрттӑн тыттараҫҫӗ. Ларӑва чӗнсе илнӗ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин бюджетне уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен 3,2 миллион тенкӗ хушма укҫа кӗнӗ, страхлакан взноссем – 7,2 миллион тенкӗ.
Хӑш-пӗр районпа хулара ведомствӑсем хушшинчи комиссисем ӗҫе тивӗҫлӗ шайра пурнӑҫласа пыманни сисӗнет. Начар енчен Хӗрлӗ Чутай, Етӗрне, Красноармейски, Куславкка, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри районӗсене тата Ҫӗмӗрлепе Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене асӑнса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |